
Кӑҫал ака уйӑхӗ тӗлне Чӑваш Енре 18 ӑслӑ «зебра» тума палӑртнӑ. Ку – нейросетьлӗ видеоаналитикӑллӑ комплекс пирки: смарт-камерӑсем ҫуран утакана асӑрхасан «зебра» проекци ҫуттине, «Ҫуран ҫӳрекен ирттерсе яр» ҫутӑ таблоне, хӑрушсӑрлӑх йӗрки пирки аса илтерекен сасса ҫутаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра регионти ҫулсем ҫинче ҫавӑн пек 9 система пур: Етӗрнере, Муркашра, Кӳкеҫре, Хӗрлӗ Чутайра, Красноармейскинче, Нурӑсра, Йӗпреҫре. Ака уйӑхӗччен тепӗр 9 вырнаҫтарӗҫ: Стрелецкинче, Шӑнкӑртамра, Ҫӗмӗрлере, Элӗкре, Вӑрнарта тата Патӑрьелте.

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Денис Лобастов ача чухнех вӗлле хурчӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Халӗ вара ку унӑн ӗҫӗ те, чун киленӗҫӗ те пулса тӑнӑ.
Паянхи кун Денис 250 вӗлле тытать. Унӑн 6 утарӗ Сӑр юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл Хӗрлӗ Чутайра, Етӗрнере, Шупашкарта лавккасем тытать.
Денис ҫӗнӗ тухнологисемпе усӑ курать. Вӑл вӗлле хурчӗсене ҫӑка пылӗ тума та «вӗрентет», дрессировка тӑвать. Лайӑх сӗнӳ парать вӑл: сахӑра пылпа улӑштармалла, шывра пыл ирӗлтерсе ӗҫмелле.

11-мӗш класран вӗренсе тухакансемшӗн – хӗрӳ тапхӑр. Экзаменсем пыраҫҫӗ. Хӑш-пӗр экзаменпа кӑтартусем паллӑ ӗнтӗ.
12 ҫамрӑк химипе пулнӑ ППЭре 100 балл пухнӑ. Вӗсен йышӗнче ҫаксем: София Ярабаева (Хӗрлӗ Чутай шкулӗ), Мария Федорова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей), Игорь Кавказков (Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей), Екатерина Горячева (Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимнази), Полина Нимакова (Шупашкарти 5-мӗш гимнази), Анастасия Никитина (Шупашкарти 3-мӗш лицей), Ольга Степанова (Шупашкарти 3-мӗш лицей), Анна Федотова (Шупашкарти 1-мӗш гимнази), Антон Пигузов (Шупашкарти 62-мӗш шкул), Виктория Адюкова (Шупашкарти 2-мӗш лицей), Злата Александрова (Шупашкарти 2-мӗш лицей), Ярослав Кутилин (Шупашкарти 2-мӗш лицей).

Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май республикӑри округсем тӑрӑх машинӑсен колонни ҫӳрет. Ку авточупу ака уйӑхӗн 21-27-мӗшӗсенче иртет. Вӑл «Ҫӗнтерӳ ҫулӗпе» ятлӑ. Маршрут Сӑр хӳтӗлев чикки пулнӑ вырӑнсен ҫывӑхӗпе иртет.
Колонна Шупашкартан Етӗрнене кайма тухнӑ. Кайран Хӗрлӗ Чутая, Ҫӗмӗрлене, Пӑрачкава, Улатӑра ҫитӗҫ.
Юлашкинчен Куславкка тӑрӑхӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориал патӗнче чарӑнӗҫ.

Чӑваш Енре ҫурхи сунар тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӑл паянтан пуҫласа ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ.
Сӑмах май каласан, пирӗн тӑрӑхра сунар улӑх-ҫаранне икӗ зонӑна уйӑрнӑ: пӗрремӗш тата иккӗмӗш. Кашни зонӑра сунар тапхӑрне палӑртнӑ.
Пӗрремӗш зонӑна Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк тӑрӑхӗсем кӗреҫҫӗ.
Иккӗмӗш зонӑра — Элӗк, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне, Тӑвай районӗсем.

Хӗрлӗ Чутайра хӗрӗнкӗ хӗрарӑм полицейскисенчен тарма хӑтланнӑ.
Вӑл руль умӗнче ларнӑ чухне машинӑна итлеттереймен – йывӑҫа пырса ҫапӑннӑ. Ку каҫхине пулнӑ. Салонра унӑн 9 уйӑхри ачи те ларнӑ.
Хайхи хӗрарӑм машинине, ачине пӑрахса хӑварса тарма хӑтланнӑ. Анчах ӑна йӗрке хуралҫисем хӑваласа ҫитнӗ, ун тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Хӗрарӑм пирки опека органне те пӗлтернӗ.

Чӑваш Енре «Аваллӑхсӑр малашлӑх ҫук» фестиваль иртӗ. Ун вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ӑмӑрту, экскурси йӗркелӗҫ, ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ, парнесемпе савӑнтарӗҫ.
Фестиваль нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай вӑтам шкулӗнче пулӗ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗ Анна Егорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль ӑмӑртӑвӗсем хушшинче:
«Ҫемье йӑли-йӗрки – ҫирӗп ҫемье никӗсӗ» (вӑтам е аслӑ классенче вӗренекенсен фольклор ушкӑнӗ чӑваш халӑхӗн хӑй тӑрӑхӗнчи пӗр-пӗр йӑли-йӗркине кӑтартса пани);
«Халӑх юрри – чунӑм уҫҫи» (вӑтам е аслӑ классенче вӗренекенсем чӑваш халӑх юррине юрлани);
«Ай, ташлар-и ташшине…» (шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенчи ачасем тата 1-11-мӗш классенче вӗренекенсем чӑваш ташши ташлани);
«Ҫыру ҫырсамӑр салтаксем патне» (2-11-мӗш классенче вӗренекенсем хӑйсем ҫырнӑ ҫырусене пӑхмасӑр пултаруллӑ каласа пани);
«Халӑх йӑли – пурнӑҫ йӗрки» (вӗрентекенсем чӑваш халӑх йӑли-йӗркине тӗпе хурса ирттернӗ уроксемпе урок тулашӗнчи ӗҫсем ирттерни);
«Ӑста аллинче ӗҫ вылять» (5-11-мӗш классенче вӗренекенсен алӑ ӗҫӗ тума вӗрентекен ӑсталӑх класӗ ирттерни);
«Мухтав сана, ҫӗнтерӳҫӗ салтак» («Ҫӗнтерӳ кунӗ ачасен куҫӗпе») (2-11-мӗш классенче вӗренекенсен ӳкерчӗкӗсен куравӗ).

Хӗрлӗ Чутайра икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурта, 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче-20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хута янӑскере, реставрацилеме палӑртнӑ. Кун валли хыснаран 39,6 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.
Ҫак шкул – регион шайӗнчи истори пӗлтерӗшлӗ культура обьекчӗ. Подрядчикӑн ҫурт фасадне реставрацилемелле, никӗсне юсамалла, инженер коммуникацийӗсене ҫӗнетмелле пулӗ. Ку ӗҫсене авӑн уйӑхӗн варриччен вӗҫлемелле.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Мерчен» музыка хӑна пӳлӗмӗнче Земфира Яковлеван «Тури чӑвашсен музыка фольклорӗ» чӑваш халӑх юррисен антологийӗн презентацийӗ иртнӗ.
Земфира Кузьминична — педагог, фольклорист, наци йӑла-йӗрке музыка культурине пухаканӗ тата тӗпчевҫи, Раҫҫей халӑх ҫутӗҫӗн отличникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ тата тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Кӗнеке уявне республикӑри культурӑпа наукӑн тата вӗрентӗвӗн паллӑ ӗҫченесем, пултарулӑх интеллигенцийӗ, журналистсем пуҫтарӑннӑ.
«Тури чãвашсен юрри-кӗвви фольклор» – тури чӑвашсен чӑваш музыка фольклорӗн юрӑ антологийӗ. Кӑларӑма Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Элӗк, Муркаш, Красноармейски, Вӑрнар тӑрӑхӗсенчи этнографи экспедицийӗсем пынӑ вӑхӑтра пухса пына материалсем кӗнӗ.

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Ялсенче, хуласенче урамсем капӑрлансах пыраҫҫӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта юмаха лекнӗнех туйӑнать.
Ҫавӑн пек вырӑнсенчен пӗри – Хӗрлӗ Чутайри Ҫамрӑксен урамӗ. Унта пурӑнакансем кил-ҫуртне илемлетнӗ: йӑлтӑр-ялтӑр гирляндӑсем, хитрелетнӗ чӳречесем чӑннипех те Ҫӗнӗ ҫул асамлӑхӗ парнелеҫҫӗ.
Эсир те кил-ҫурта капӑлатнӑ-и?
